Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Константин Иванов ҫулталӑкӗ

Кӳршӗре

Кӑҫал Чӑваш Енре Константин Иванов ҫулталӑкӗ пулнӑ май ҫул пуҫлансанах ЧНК хастарӗсем поэт ҫуралнӑ тӑрӑха — Пушкӑртстанри Слакпуҫ ялне — ҫитсе килнӗ. Унта ку ҫулталӑка ҫӳллӗ шайра ирттерессине сӳтсе явнӑ.

Делегацие Слакпуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Олег Беляев, шкул директорӗ Ольга Иванова ӑшшӑн кӗтсе илнӗ. ЧНК президиумӗн пайташӗ Эдуард Бахмисов ҫу уйӑхӗнче Слакпуҫра уява тӗнче шайӗнче ирттерме май пуррине пӗлтернӗ.

ЧНКан культура комитечӗн ертӳҫи Зинаида Воронова конгресс чӑваш культурине мӗнле аталантарни пирки каласа кӑтартнӑ. Вӗсем слакпуҫсене те пулӑшма хатӗр-мӗн.

Нина Пӑрчӑканпа Лидия Сарине слакпуҫсене хӑйсен сӑввисене вуласа панӑ. Куславкка районӗнчи Энтри Пасар ялӗнчи шкулта вӗрентекенре ӗҫлекенсем шкулта К.Иванов ҫулталӑкне мӗнле ирттерессипе паллаштрнӑ. Комсомольски районӗнчи «Каҫал» ушкӑн ертӳҫи купӑсне тӑсса янӑ та слакпуҫсем хӗрӳллӗн алӑ ҫупнӑ.

Тепӗр кун ЧНК хастарӗсем Слакпуҫри музейпе паллашнӑ. Кӑнтӑрла шкула ҫавра сӗтеле пухӑннӑ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chnk.ru/
 

Персона

Елчӗк районӗнчи Тӑрӑм ял вулавӑшӗ «Слакпуҫӗнчи сӑвӑҫ» ятпа литературӑпа таврапӗлӳ сехечӗ ирттернӗ. Светлана Михайлова библиотекарь вулавӑша пухӑннисем валли хатӗрленӗ «Константин Иванов — чӑваш литературин классикӗ» электрон хӑтлавпа паллаштарнӑ.

Мероприятие хутшӑннисем паллӑ сӑвӑҫӑн пур енлӗ пултарулӑхӗпе туллин паллашнӑ. Литературӑпа таврапӗлӳ сехечӗ классикӑн вилӗмсӗр «Нарспи» поэминчи сыпӑксене вуланипе вӗҫленнӗ.

Мероприяти иртсе кайни Константин Иванов пирки вулавӑш маннине пӗлтермест. Унта халӗ «Константин Иванов — чӑваш литературин никӗслевҫи» курав-портрет ӗҫлет. Унта та поэтӑн тӗрлӗенлӗ пурнӑҫӗпе паллашма май пур.

 

Персона СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев
СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев

Мускавра Раҫҫейри «Ылтӑн маска» театр премийӗн лауреачӗсене палӑртнӑ. Чыса тивӗҫнисен шутӗнче СССР халӑх артисчӗ, РФ Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ академи драма театрӗн илемлӗх ертӳҫи Валерий Яковлев та пур.

Театр ӳнерӗн ҫавӑн пек шайри ятарлӑ премине пани лауреатшӑн кӗтменлӗх пулнӑ иккен. «Мана питех те кӑмӑллӑ. Эп вӑл наградӑпа мӑнаҫланатӑп. Майя Плисецкая, Армен Джигарханян татат режиссурӑн пӗтӗм тӗнчери ӑстипе Петр Штайнпа юнашар тӑни маншӑн пысӑк хисеп», — тенӗ чӑваш сценин маэстри.

Валерий Яковлев, сӑмах май каласан, чӑваш литературине никӗслесе янӑ Константин Иванов ҫулталӑкӗнче (вӑл ҫитес ҫул пулассине аса илтерме кирлӗ мар-тӑр) Чӑваш академи драма театрӗ Иоаким Максимов-Кошкинскийӗн «Константин Иванов» пьесине лартма палӑртать.

 

Культура

Эпир ирттерекен «Шан мана, тӗнче!» литература ӑмӑртӑвне пӗрремеш хайлав ҫитрӗ — хӑйӗн «Ҫеҫпӗл патне ҫырнӑ ҫыру» сӑввине Шупашкарти 1-мӗш гимназире 8-мӗш класра ӑс пухакан Никита Леонтьев ярса пачӗ. Каласа хӑварас пулать: пирӗн электронлӑ вулавӑшра ку унӑн малтанхи хайлавӗ мар, хӑйӗн пултарулӑхӗпе вӑл унччен те пире савӑнтарнӑччӗ.

«Шан мана, тӗнче!» интернет конкурса эпир ачасемпе ҫамрӑксене тата чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсене чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе кӑсӑклантарас, литература пултарулӑхне аталантарас тӗллевпе йӗркеленӗ. Литература ӑмӑртӑвӗ Раҫҫей Федерацийӗнчи Литература ҫулталӑкӗ, Чӑваш Республикинчи Константин Иванов ҫулталӑкӗ ячӗпе иртет. Интернет-конкурса «Нарспин» пӗрремӗш куҫаруҫине Андрей Петтокие (1905–1942) халалланӑ.

Асаилтеретпӗр, ӗҫсене 2015 ҫулхи ака уйӑхӗн 27-мӗшӗччен йышӑнатпӑр (ҫителӗклӗ ярса памасан ку тапхӑра ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗччен тӑсма ирӗк пур). Конкурса ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗ тӗлне пӗтӗмлетме шутлатпӑр.

 

Вӗренӳ

Хусанта паян Раҫҫей Федерацийӗн халӑхӗсен чӗлхисемпе шкул ачисен вулавӗ тата ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртрӗ. Ӑна Тутарстанӑн вӗренӳпе ӑслӑлӑх министерстви, Тутарстан халӑхӗсен ассамблейи, Тутарстанри халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ йӗркеленӗ. Унта чӑваш ачисем те хутшӑнчӗҫ. Унта ҫичӗ чӗлхепе докладсем турӗҫ.

Чӑвашла пайра Тутарстанри чӑвашсемсӗр пуҫне Чӑваш Енрисем те килнӗ - Шупашкартан, Йӗпреҫ тата Патӑрьел районӗсенчен. Темӑсенче чӑваш чӗлхи пуласлӑхӗ, К. Ивановӑн пултарулӑхӗ тата ытти пулчӗ.

Мероприяти хӑнасене Хусан тӑрӑр экскурси ирттерсе паллаштарнӑ.

 

Пӗлтерӳ

Ҫитес ҫул Раҫҫей Федерацийӗнче Литература ҫулталӑкӗ, Чӑваш Республикинче Константин Иванов ҫулталӑкӗ пулӗ. Ҫавна май эпир Чӑваш халӑх сайчӗ, Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ тата Чӑваш патшалӑх гуманитари институчӗн филологи тӗпчевҫисен пӗрлӗхӗ ҫӗнӗ литература ӑмӑртӑвне пуҫарать. Ӑна эпир «Шан мана, тӗнче!» ят патӑмӑр, «Нарспи» поэмӑн пӗрремӗш куҫаруҫине, Тӑван ҫӗршывшӑн пуҫне хунӑ паллӑ поэта Андрей Петтокие (1905–1942) халалларӑмӑр.

Ку литература ӑмӑртӑвӗ малтанхисенчен кӑшт уйрӑлса тӑрать. Енчен те унчченхисене эпир фантастикӑпа фэнтези стилӗпе ҫыртараттӑмӑр пулсан ку хутӗнче конкурс теми ҫапла: хайлаври харкамҫӑн (геройӑн) кӑткӑс лару-тӑруран ӑнӑҫлӑ тухма, ыр ӗҫпе палӑрма, пултарулӑхпа паттӑрлӑх кӑтартма мехел ҫитермелле. Е, кӗскен каласан, хӑйне тивӗҫлӗ кӑтартма пултармалла. Малтанхи пекех жанрсем ирӗклӗ — сӑвӑ та, калав та, сценка-пьеса та йышӑнатпӑр. Литӑмӑртӑвӑн положенийӗпе тӗплӗн кунта паллашма пулать.

Ӗҫсене 2015 ҫулхи ака уйӑхӗн 27-мӗшӗччен йышӑнатпӑр (ҫителӗклӗ ярса памасан ку тапхӑра ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗччен тӑсма ирӗк пур).

Малалла...

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, [11]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пултарулăх валли лайăх вăхăт, чи çутă ĕмĕтсене пурнăçлама пултаратăр. Лура-тăрăва алăран вĕçертес мар тесен пуçаруллă пулмалла. Çĕнĕ опыт сирĕн умра çĕнĕ майсем уçĕ. Туссемпе курнăçма, романтика тĕлпулăвĕ валли лайăх вăхăт.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем